Ĕненỹ пултăр пурнăç çулĕн хăвачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.06.2022, 13:59 Просмотров: 310

Ĕненỹ пултăр пурнăç çулĕн хăвачĕ

Районта кăна мар, Чăваш Енре те чи аслă тата чи нумай ĕçлекен пачăшкăсенчен пĕри - Александр Невский ячĕллĕ княçе асăнса Патăрьелĕнче лартнă чиркỹ настоятелĕ Алексий Федоров протоиерей. Кăçалхи март уйăхĕнче вăл 89 çул тултарчĕ. Тăххăрмĕш теçеткепе пыраканскер паян та кашни уявра, эрнекунпа шăматкун, вырсарникун ирхи, каçхи кĕлĕсене ирттерет. Юлашки вăхăтра вара унпа юнашар Саранскинчи тĕн семинаринче вĕренекен, кукашшĕпе куккăшĕн çулне суйласа илнĕ Бориса, вăл дьякон, курма пулать. Сăмах май, Алексий аттен Петр ывăлĕ те пачăшкă. Иоанн предтечи ячĕллĕ Шупашкарти храмăн настоятелĕ.

Комсомолтан - пачăшкăна

Шăпаран иртеймĕн, теççĕ ваттисем. Православире ку каларăша хирĕçлеççĕ. Çын хăйĕн пурнăçне хăй аллипе тăвать, тесе палăртаççĕ. Шухăшлатăн та - тĕрĕсех. Кашнийĕн умĕнче тĕрлĕ сукмак, анчах хăшĕнпе каясси хамăртан килет. Тикешре 1933 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Алексей Кириллович Федоров ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те ыттисеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вăрçă вăхăтĕнчи терт-нушана та, ун хыççăнхи йывăр çулсенчи йывăрлăхсене те самай ас тивнĕ. 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнарти техникумра хурт-хăмăрçă профессине алла илнĕ. Унтан салтака кайнă. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн "Герой" колхоза утарçа ĕçлеме вырнаçнă. Комсомол организацийĕн секретарĕ, коммунистсен партине кĕме хатĕрленекен кандидат пулнă.

Хурт-хăмăр пăхакан Патăрьелĕнчи ăвăс йышăнакан, утарçăсене кирлĕ япаласене сутакан лавккара час-часах пулнă. Шăпах çакăнта вăй хуракан çамрăк хĕрпе, район центрĕнче çуралса ỹснĕ Анастасия Алешевăпа паллашнă. Вăл вăхăтра Турра ĕненекенсене, тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансене сивленĕ, вĕсене хирĕç кĕрешнĕ. Алешевсем ниме пăхмасăр чиркĕве çỹренĕ, типĕ тытнă. Анастасия Александровнăн пĕр тăванĕ - Александр Алешев - тĕн семинаринче вĕреннĕ. Çавăн пекех "халăх тăшманĕ" ята илтнĕ, кайран персе вĕлернĕ Герман Кокель епископ А. Алешаван амăшĕн йăмăкне - Ирина Спиновăна - качча илнĕ пулнă. Арăмĕ вилнĕ хыççăн вăл монаха кайнă. Çак сăлтавсене пула ĕнтĕ Алешевсене шанчăксăр çемьесен шутне кĕртнĕ. Алексей Федоров ниме пăхмасăр килĕштернĕ пикене хăйĕн мăшăрĕ пулма суйланă. Çемьеленнине хут çине çыртарнисĕр пуçне кĕлĕ çуртне кайса венчете тăнă. Алексей Кирилловича куншăн, паллах, пуçран шăлман - коммунистсен партине илмелли черетрен кăларнă. Нина хĕрĕ çуралсан ăна тĕне кĕртнĕшĕн Федоровсем "хура" списока лекнĕ.

А. Федоров çемйипе Патăрьелĕнче пурăннă пулсан та "Герой" колхозрах утарта тăрăшнă. Петр ывăлĕ çуралсан тата çул çỹреме çăмăлах маррипе Алексей Кириллович район центрне ĕçлеме вырнаçма шухăшлать, анчах вăл вăхăтра документсене алла паман. Алексей Кирилловича ĕмĕтне пурнăçлама Ташкентра хурт-хăмăрçăсен слетне кайма заявка тăратни пулăшнă. Инçе çула тухма ăна кирлĕ хутсене тыттарнă. Хăйне, шел пулин те, "шанчăксăррисен" шутне кĕртнипе кайма ирĕк паман. Çакăн хыççăн вăл Патăрьелĕнче ĕçе вырнаçнă. Унта-кунта тăрăшнă, анчах ниçта та тĕпленеймен. Пурнăç сукмакĕн хăш йỹппипе утмаллине суйласа илме ăна мăшăрĕн йăмăкĕн упăшки (Геннадий Галкин) пулăшнă. Вăл пачăшкă пулнă, семинаринчен вĕренсе тухнă. Çавăн пекех амăшĕ те ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă чухне ывăлне хăйĕншĕн кĕл тума ыйтнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, фашистсен тыткăнĕнче, кайран штрафбатра пулнă ашшĕ те тĕне хирĕçлемен. Ашшĕ-амăшĕн пилне асра тытса тата пуçанăшĕн канашне тĕпе хурса А. Федоров Мускав облаçĕнчи Троице-Сергиева Лаврта тĕн семинарине куçăмсăр майпа пĕлỹ пухма кĕнĕ, маларах вара каçхи шкултан вĕренсе тухнă.

54 çул каялла, 1968 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Алексей Федорова священник санне параççĕ. Шăп çав вăхăтра Иоанн Богослов ячĕллĕ Куславкка районĕнчи Елчĕкри чиркỹре службăра тăракан пуçанăшĕ - Геннадий атте - операци тутарттарнă. Алексий аттене ун вырăнне вăхăтлăха ĕçлеме яраççĕ. 1969 çулта Вăрнар райононне куçараççĕ. Шăпах çакăнта вăл Даметий аттепе паллашать. Лагерьсем витĕр тухнăскер пурнăç тути-масине питĕ лайăх пĕлнĕ. Унта та юнкунпа эрнекун типĕ тытса пурăннă. Апат çине какай е пулă янă пулсан талăкĕпех выçă тăнă. Тĕне чун-чĕрепе парăннă пачăшкăран Алексий атте нумай вĕреннĕ. Каярах Улатăр районĕнчи Суйкăнри, Комсомольски районĕнчи Шурутри чиркỹсенче вăй хунă. Елчĕк тăрăхĕнчи Тĕмерти Турă çуртĕнче те Алексей Кирилловичăн служба ирттерме тивнĕ.

1992 çултан вара Александр Невский ячĕллĕ княçе асăнса лартнă Патăрьелĕнчи чиркỹ настоятелĕнче тимлет. Ăна вăл никĕсĕнчен пуçласах хăй тутарттарнă.

Александр Невский княç ячĕллĕ чиркỹ историйĕнчен

Александр Невский ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркĕвĕн историйĕнчен çакă паллă: ăна 1880 çулсенче уçнă. Вăл йывăçран пулнă. Атеизм аталаннă вăхăтра хупнă, кайран салатнă. Алексий аттен хĕрĕ матушка Нина каланă тăрăх, вăл хальхи Советски тата Табаков урамĕсем хĕресленнĕ тĕлте ларнă. Халĕ унтан çул иртсе каять.

- Чиркỹ пулнă вырăнтан иртсе çỹренĕ чухне алтарь пулнă çĕртен пăрăнма тăрăшаттăмăр, - тет вăл ачалăхне аса илсе. 1990 çулта Патăрьелĕнчи Павел Уфуков, Галина Алешева тата ыттисем те район центрĕнче кĕлĕ çурчĕ уçас ыйтăва çĕкленĕ. Пĕрремĕш протокола шăпах çак çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче çырнă. Унтан çакă паллă: Лазарь Васильевич Катыков - председатель, Александр Иванович Клычков - секретарь, Серафима Александровна Николаева, Любовь Николаевна Енилина, Александра Петровна Викторова членĕсем пулнă. Вĕсемсĕр пуçне тата 32 çын хутшăннă.

Ял совечĕ чиркỹ валли Канаш урамĕнчи перекет касси пулнă вырăна тата Осиповсен çĕрне касса уйăрса панă. Халăх вăйĕпе ăна тума пикеннĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ваучерсем çỹреме пуçланă, аслă çултисем вĕсене те килсе панă. Патăрьелĕнче пурăнакан Агафия Тямина вăкăр сутнă укçана та кунтах хывнă. Майĕпен икĕ хутлă кирпĕч çурт çĕкленнĕ. 1998 çулхи августăн 8-мĕшĕнче вăл хута кайнă. Просфорсене пĕçерме "Авангард" хаçат редакцийĕнче яваплă секретарь пулса ĕçленĕ Кавий Кадыров пурăннă пỹрте илнĕ. Каярах Анатолий Аксаков депутат, "Батыревский" пĕрлешỹ тата ытти ырă кăмăллă çынсем пулăшнипе инçетрен чиркĕве килекенсене валли çĕр выртма тата просфорсем хатĕрлеме кирпĕчренех уйрăм здани хăпартнă.

Турă çăкăрне пĕçернĕ çĕрте иннокений Галина (Алешева), Евгения Имеркина чылай ĕçленĕ. Лидия Антонова та тахçантанпах тăрăшать, ăна Луиза Лисицина (сăн ỹкерчĕкре) пулăшать. Просфорăна хатĕрленĕ чухне пĕр савăтра çăнăха малтан вĕри шывпа пăтратаççĕ те сивĕтеççĕ. Тепĕр тĕлте çĕпре ярса çăраççĕ. Кайран вара иккĕшне пĕрлештернĕ хыççăн чустана сарса ятарлă савăтсемпе касаççĕ. Унтан тин вĕри кăмакана лартаççĕ. Шăпах çак çимĕçе пачăшкă алтаре илсе кĕрсе сывлăхшăн тата вилнисемшĕн кĕлĕ вуласа касать.

Ĕненỹ йăхран-йăха куçать

Çул çỹреме тивнĕ пулсан та Алексий атте ăçта янă, çавăнта кайнă. Çемйи вара Патăрьелĕнчех пурăннă. Мăшăрĕпе 6 ачана - Нина, Петр, Ольга, Астеон, Мария, Лена - пăхса ỹстерсе ура çине тăратнă. Ашшĕ-амăшне курса ачисем те тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăннă.

- 12 çул тултариччен эпир типĕ вăхăтĕнче сĕт ĕçнĕ, анчах кайран аслисемпе танах тытнă. Алексий атте юнкунпа эрнекун та апата тип çу ярса та пĕçерттермест. Çамрăкрах чухне Мăнкун типпин пĕрремĕш тата юлашки эрнисенче виçшер кун ĕçмесĕр-çимесĕр пурăнатчĕ. Çулсем иртнĕ май каçхине кăштах чей пылпа сыпма пуçларĕ. Ирлĕ-каçлă яланах кĕлĕ вуланă. Ку йăлана эпир паян та тăсатпăр, - тесе каласа пачĕ хăйсен пурнăçĕ пирки матушка Нина.

Амăшĕн сĕчĕпех тĕне ĕненсе ỹснĕрен Алексий аттен Петр ывăлĕ те священник санне илнĕ. Паян чиркỹре Федоровсен виççĕмĕш сыпăкне - матушка Нинăн ывăлне Борис Носкова - курма пулать.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика