Техникăпа çула тухаканăн руль умне ларма ирĕк паракан водитель удостоверенийĕ тĕп документ шутланать. Унăн срокĕ (10 çула панă) тухнă пулсан çакă саккуна пăсни шутланнă, çак сăлтавпа граждансене штраф тỹлеттернĕ.
2022 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Правительствин постановленийĕпе килĕшỹллĕн водительсен удостоверенийĕн срокне тăсни пирки калакан саккун вăя кĕчĕ. Удостоверени срокĕ 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тухать пулсан, вĕсене тепĕр виçĕ çуллăха тăсаççĕ. Çак çĕнĕлĕх кирек мĕнле транспортпа çỹрекене те пырса тивет. Асăннă тапхăрта çула тухакан водителĕн докуменчĕ срокран тухнă шутланмасть, çул-йĕр инспекторĕсем те ку тĕлĕшпе айăпламĕç, водитель унпа шанчăклах ĕçлеме те, инçе çула кайма та пултарать.
Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительствин постановленийĕпе килĕшỹллĕн автошкулсен вĕрентỹпе пурлăх бази требованисене тивĕçтерни пирки çул-йĕр автоинспекцийĕ паракан пĕтĕмлетỹ срокне те çулталăка тăснă.
Çак кунсенче районти РЭО ГИБДДра транспорт хатĕрĕпе çỹреме хатĕрлекен автошкул ертỹçисемпе ĕçлĕ канашлу иртрĕ, унта маларах асăннă çĕнĕлĕхсене тата тĕрлĕ категориллĕ водительсене профессилле программăпа вĕрентес ыйтăва та пăхса тухрăмăр.
Н. СУГУТСКИЙ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн РЭО ГИБДД начальникĕ, полици майорĕ
Ноябрь 2024 |