Июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 81 çул çитрĕ. Унăн ахрăмĕ çултан-çулах аякка юлса пырать пулин те, юнлă вăрçă синкерлĕхĕ, салтаксен паттăрлăхĕ, вĕсен ырă ячĕ нихăçан та асран тухмĕ. Çак кунхине Патăрьелĕнче Атăвăмпа хурлану кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ митинг çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Митинга Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, вăрçă ачи, АПК ветеранĕ Тальгать Шайхуллов, ĕç колективĕсем, "Единая Россия" парти членĕсем, ял-йыш хутшăнчĕç, Тăван çĕршывшăн вăрçă пирчейми суран туса хăварнине, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни паттăр асра пулнине палăртрĕç.
Мероприятие Украина территорийĕнчи ятарлă çар операцийĕнче хăйсен çамрăклăхне татнă салтаксен - парашютпа десант ротин командир çумĕн Николай Сымовăн, парашютпа десант ротин гварди старшинин Алексей Елимовăн, миномет батарейин гварди рядовойĕн Игорь Ивановăн, десантпа штурм батальонĕн оператор-радиотелефонисчĕн Александр Миккан, тинĕс çар пехотин отделени командирĕн Алексей Михеевăн ашшĕ-амăшĕ хутшăнни пурне те тыткăнларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вĕсене пурне те тивĕçлĕ ывăл çитĕнтерсе воспитани панăшăн чун-чĕререн тав турĕ, ашшĕ-амăшне, вĕсен çемйине сывлăх сунчĕ, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа кăларнă медаль парса чыс турĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешме 8377 çын тухса кайнă. Вăл шутра 41-шĕ - хĕрсем. Шел пулин те 6034-шĕ Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хунă. Эпир хамăрăн ентешĕмĕрсемпе - Совет Союзĕн Геройĕсемпе Анат Туçари Павел Кузнецовпа, Ыхра Çырминчи Баки Рахимовпа, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсемпе Сăкăтри Порфирий Кариковпа, Патăрьелĕнчи Александр Табаковпа, Шăнкăртари Бедертдин Тухфетулловпа - тивĕçлипе мăнаçланатпăр. 2016 çулта вĕсен ячĕпе Патăрьелĕнчи кану паркĕнче Паттăрсен аллейине уçнă.
Митинга хутшăннисем Мухтав монуменчĕ умĕнчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечексем хучĕç, вăрçă паттăрĕсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç.
Районти централизациленĕ культура çурчĕн артисчĕсем вара вăрçă синкерлĕхĕпе çыхăннă юрăсемпе тыткăнларĕç.
Пĕлме
Паянхи куна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан çичĕ вăрçă ветеранĕ чĕрĕ палăк вырăнĕнче. Шел, вĕсем пиртен уйрăлсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра 57 салтак арăмĕ, 281 тыл хастарĕ пурăнать, "Вăрçă ачи" удостоверенине илнисем 1333-ĕн.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |