Июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 81 çул çитрĕ. Хаяр кунсем вăрçăччен, ун вăхăтĕнче тата каярах çуралнисен ачалăхне вăрларĕ. Тăшмана çĕнтерессишĕн аслисемпе танах çамрăк ăру та колхозра, заводсемпе фабрикăсенче ĕçленĕ. Çĕршывĕпех "Пурте фронтшăн, пурте çĕнтерỹшĕн" девизпа вăй хунă. Ачасем тивĕçлĕ пĕлỹ те илеймен.
2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче виçĕ пин ытла "вăрçă ачи" пурăнать. Тăватă çул каялла кăна вĕсем 959 нумайрахчĕ. Районти АПК ветеранĕсен канашĕнче тăракан членсенчен 11-шĕ (37 процент) çак статуса тивĕçнĕ. Паяна чи аслă "вăрçă ачи" - 94, чи кĕçĕнни 77 çулта.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене пĕтерессишĕн 27 млн çын - пирĕн аттесемпе асаттесем, кукаçисем - вилнĕ, анчах Украинăри неонационалистсем татах пуçĕсене çĕклесшĕн. Донбасс, Луганск халăхĕ вĕсене пула 2014 çултанпа путвалсенче пытанса пурăнать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Украинăра ятарлă çар операцийĕ ирттерме йышăннине тĕрĕс утăм тесе шухăшлатпăр.
Çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, патриотлăх туйăмне вăратасси - çакă аслă çулхисен паянхи тĕп тĕллевĕ.
Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ, вăрçă ачи
Ноябрь 2024 |