Хут купăсне тусан витмен-ха

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 09:58 Просмотров: 127

 Тăрăнта пурăнакан Василий Петров 1943 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ашшĕне пачах та курман. Василий Яковлевичăн пурнăçра терт-нушине сахал мар ас тивме тỹр килнĕ. Тĕрлĕ самана улшăнăвне чăтăмлăн тỹссе ирттернĕ вăл. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçа лайăх астăвать. 4 ачапа юлнă амăшĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхозра ĕçлеме тỹр килнĕ. Çитĕнекен ăрăва та çамрăклах ĕçе явăçтарма тăрăшнă вăл.

Василий çемьере кĕçĕнни пулнă. Çапах та аслисемпе пĕр танах шкула чупнă, ĕçе хутшăннă, пушă вăхăтра кĕнеке вуланă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ялти вĕренỹ учрежденине библиотекаре вырнаçнă. Çулталăкран çар ретне тăма ячĕ тухнă. Шăп та лăп виçĕ çул Узбекистанри Фергана хулинче десант çарĕнче хĕсметре тăнă. Яла таврăнсан вара Патăрьелĕнчи сельхозтехникăна ĕçе кĕнĕ. Çав хушăрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухса аслă пĕлỹллĕ специалист дипломне алла илнĕ.

 Мăшăр пулма бухгалтерта ĕçлекен Лида ятлă хĕре суйласа илнĕ Василий Яковлевич.

Пурнăç кустăрми тĕрлĕ çĕре илсе çитернĕ ăна. Вăл ОКЦра та, милици уйрăмĕнче те ĕçленĕ. Ялти ĕне фермине те ертсе пынă. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Килте алă усса ларма шутламан. Ялти шкулта директорăн хуçалăх ыйтăвĕсене пурнăçлакан çумне кỹлĕннĕ. Пултаруллă музыкант пулнă май пĕрлех музыка урокĕсене те ертсе пынă.

Халĕ Лидия Григорьевнăпа иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вĕсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Петр - отставкăри подполковник, Тюмень çĕрĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Ямало-Ненец автономи округĕн Уренгой хулинче çемйипе тĕпленсе пурăнать. Иккĕмĕш ывăлĕ - полици майорĕ. Кĕçĕнни - Евгений - Патăрьелĕнче çемйипе пурăнать. Тăван кил-çурта çулленех пуçтарăнаççĕ ывăлĕсем.

Хуçалăхĕ Петровсен тĕреклĕ. Ĕçчен çемье выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Пахчара çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнет, йывăç-тĕм ỹсет.

Пушă вăхăтра Василий Яковлевич кĕнеке е хаçат-журнал вулать. Телевизорпа тĕрлĕ передача пăхать. Районти "Авангард" хаçатпа уйрăмах туслă. Ăна пĕр сиктерми çулленех çырăнса илет. Хăй те тепĕр чухне пĕр-пĕр статья е кăсăклă информаци çырса ярать. Кĕнеке хисепĕ вара унăн библиотекинче икĕ пинрен те иртет. Историпе политика, экономикăпа ял хуçалăх, философипе тĕн, наукăпа техника ыйтăвĕсемпе çырнă литература, тĕрлĕрен справочникпа словарь çỹлĕксем çинче туллиех.

 Кил хуçи аллине час-часах баян тытма юратать. Чăваш кĕввисене илемлĕн кăларать. Хăй тĕллĕн вĕреннĕскер, нотăсене те пĕлет. Пурнăçа юратакан, ĕçпе пиçĕхнĕ пенсионер сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать: пирус туртмасть, эрех-сăрапа иртĕхмест, çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупать.

 Ялти культура çуртĕнче ветеран тĕрлĕ вăйă выляттарнă, шоу-конкурс йĕркеленĕ çĕре хутшăнать. Тĕн уявĕсенче чан çапса ял халăхĕн кăмăлне çĕклет. Иван Петрович Самакинпа вĕсем - ял чиркĕвĕнче чи лайăх чан çапакан ăстасем.

50 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ Василий Яковлевичпа Лидия Григорьевна.

Н. ЕЛЛИН

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика