Тỹрĕ кăмăллă çамрăксем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 09:59 Просмотров: 300

Тепĕр чухне халăхра çитĕнекен ăру пирки япăхрах калаçнине те илтме пулать. "Телефона алăран ямаççĕ, ĕçе явăçма васкамаççĕ..." тата ытти те. Агропромышленность техникумĕнче пĕлỹ пухакансем пирки те çакнашкал сас-хура тухман мар. Кун пек чухне пĕр пăру кĕтĕве варалать тенине вырăна хума сĕнес килет. Алăри пỹрнесем те тикĕс мар. Мĕншĕн хĕрсемпе каччăсем çинчен япăх шутламалла? Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Патăрьелĕнче пурăнакан ватă çын кĕсъе телефонне çухатнă. Ăçтарах кăларса ỹкернине те аса илеймест. Ăна вара тỹрĕ кăмăллă çамрăксем тупнă. Çын-çын урлă шăнкăравласа хуçине тавăрса панă. Çакăншăн питĕ хĕпĕртет çухатакан. Телефон куллен кирлĕ ăна. Ачисемпе çыхăнма. тухтăрсенчен канаш илме тата ытти те.

"Çынна ырă туни çĕре ан ỹк- тĕр", - тет вăл. Агропромышленность техникумĕнче пĕлỹ пухакан Руслан Аксянов, Наталия Загайнова, Анастасия Годунова, Данил Ухваров çамрăксем тỹрĕ чунлă пулнишĕн хĕпĕртет. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пурах.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика