Мотоцикл е скутер ашкăнмалли тетте мар

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 10:02 Просмотров: 266

ШКУЛ ачисемшĕн çуллахи каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе те пырать. Шутлă кунĕсем çĕмрен пек хăвăрт шăваççĕ. Çапах та канса вăй пуçтармалли, ăс-тăнпа аталанмалли тапхăра инкек-синкексĕр, пăтăрмахсăр ирттерсе ярасси ашшĕ-амăшĕн, аслисен тивĕçĕ тесех калас килет. Çул çитмен ачасене сăнасах тăмалла, вĕсене куçран вĕçертмелле мар. Акă, юлашки вăхăтра Патăрьелĕнче скутерпа, электросамокатпа, çав вăхăтрах мотоциклпа та ушкăнпа кĕрлеттерсе çỹрекен çамрăксем йышланчĕç. Вĕсем ун çине тата пĕчченшерĕн çеç те мар, темиçешерĕн ларса тухаççĕ. Инкек тени вара ура айĕнченех йăтăнса тухма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн шкул ачисене мотоциклпа е автомашинăпа çỹреме ирĕк памалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика