Ылтăн туй Перепелкинсемшĕн чикĕ ан пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 10:04 Просмотров: 241

 АНАТ Туçара пурăнакан Иван Константиновичпа Светлана Ивановна Перепелкинсем çак кунсенче çемьери чи пысăк паллăна - ылтăн туйне - паллă турĕç. Ĕçчен те кăтартуллă мăшăр 50 çул пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнать. Вĕсем иккĕшĕ те ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра тăрăшнă: çемье пуçлăхĕ - механизаторта, кил хуçи хĕрарăмĕ, виçĕ ача амăшĕ - склад заведующийĕнче. Тỹрĕ кăмăллă ĕç ветеранĕсем ял-йышра та, тăванĕсем хушшинче те хисеплĕ. Юбилей ячĕпе вĕсене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева саламланă, пархатарлă ĕçшĕн тав тунă, малашнехи пурнăçра сывлăх, çемье телейĕ суннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика