Çил-тăвăл пĕр йĕрсĕр иртмен

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 10:04 Просмотров: 310

Июнĕн 27-мĕшĕнче республикăн кăнтăр районĕсенче вăйлă çил алхасрĕ. МИХ хатĕрĕсенче, Интернетра çут çанталăк пулăмĕн синкерлĕхĕ пирки сахал мар çырчĕç, видеосем, сăн ỹкерчĕксем те лартрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те усал пулăм пĕр йĕрсĕрех иртмен. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки хаçат редакцине Патăрьел район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин:

- Çут çанталăкăн начар пулăмĕ çук теççĕ пулин те, тепĕр чухне çын пурнăçĕпе, пысăк тăкакпа, çухатупа çыхăннă тĕслĕхсем те сиксе тухаççĕ. Çак кунхине те каçхине 16 сехет хыççăн çавăрттарса килнĕ çавра çил, шалкăм çумăр (вырăн-вырăнпа пăр та çурĕ), аçа-çиçĕм çынсене самай сехĕрлентерчĕ. Çил-тăвăла пула çуртсем тăррисĕр юлнă, хăш-пĕр ялта çутă пĕтнĕ, пушар тухнă, йывăçсем хуçăлса аннă тата ытти те. Ку тĕлĕшпе кỹршĕри Комсомольски районĕ питĕ шар курнă. Унта вăйлă çил пилĕк шкулăн тăррине сăтăр тунă, пушар тухнă тĕслĕх те пур. Вăйлă çил-тăвăллă çанталăк Йĕпреçсемшĕн те пысăк тăкакпа вĕçленнĕ.

Республикăн çурçĕр районĕсенче те инкек йĕрсĕр иртмен. Муркаш, Шупашкар районĕсенче пăр çуса ял çыннине сăтăр тунă тĕслĕхсем те пур. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри МЧС служби пĕлтернĕ тăрăх вунă социаллă объектра тата 63 уйрăм хуçалăхра çил-тăвăла пула пысăк тăкак пулнă.

Телее, пирĕн район çак çил-тăвăлран çав тери сăтăр курмарĕ. Социаллă объектсенче, ял хуçалăхĕнче нимĕнле инкек те пулман. Çапах та вăл пĕр йĕрсĕр те иртмен. Аçа çапнипе Кĕçĕн Арапуçĕнчи уйрăм хуçалăхра пушар тухнă, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Федор Çитта ячĕллĕ тата Çĕнĕ Ахпỹртри Николаев урамĕсенчи икĕ çемьен хуралтă тăррисене çил çĕклесе илсе хăйпăтнă, Первомайскинче, Сителте çутă пĕтсе ларнă, хăш-пĕр ялта йывăçсем ỹкнĕ тĕслĕхсем пур.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика