Коммуналлă тỹлевсем ỹсеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 10:05 Просмотров: 312

Июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемелли тарифсем пысăкланаççĕ. Республикăра 265 муниципалитетра коммуналлă тỹлевсене 3,4 процентран ытла мар хăпартĕç, 11 муниципалитетра çак кăтарту 5,4 процентпа чикĕленĕ.

Хулари потребительсем пĕр киловатт электроэнергишĕн 3,72 тенкĕ тỹлĕç (12 пус хушăннă), ял çыннисем - 2,6 тенкĕ (8 пус ытларах).

Халăха сутакан çут çанталăк газĕ транспортировкăпа, ытти пулăшупа çыхăннă тăкаксене шута илсе палăртнă прогнозпа килĕшỹллĕн иккĕмĕш çур çулта пĕр кубла метрĕ 6,23 тенке лармалла.

Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тỹлемелли тариф та ял тата хула çыннисемшĕн тĕрлĕ виçеллĕ. Вăл та кăшт ỹсет. Хуласемпе поселоксенче пурăнакансен çын пуçне 67,09 тенкĕ тỹлемелле пулĕ, ял çыннисен - 53,47 тенкĕ.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика