Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсен службăри ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Вĕсем кирек мĕнле çанталăкра та кашни кунах постра, талăкĕпех çул çинчи йĕрке хуралĕнче. Унсăр пуçне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркелекен тĕрлĕрен мероприяти те пакунлисемсĕр иртмест.
Çав вăхăтрах РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн инспекторĕсем халăх хушшинче, шкул ачисен коллективĕсенче те пулаççĕ, вĕсемпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркипе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ. Сăмах май каласан, Кивĕ Ахпỹртри шкулта çул-йĕр инспекторĕсем йĕркелесе янă "Çамрăк инспекторсен" ушкăнĕ республикăри конкурсра çулсеренех малти вырăнсене йышăннинче те инспекторсен тивлечĕ пысăк. Кăçал та вĕсем çитĕнỹпе таврăнчĕç.
- Паян Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çул çинчи йĕркешĕн вунă инспектор тăрăшать. Ку ĕçре çамрăксене ветерансем хăйсен опычĕпе пулăшса пынине те палăртса хăвармалла. Районти çул-йĕр инспекцийĕнче 30 çул ытла тăрăшнă, вĕсенчен 18 çула яхăн ГАИ начальникĕнче ĕçленĕ Федор Урмаков пирĕн коллективра тăтăшах пулать, ырă сĕнỹпе пулăшать. Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн кунĕ çывхарса пынă май эпĕ мĕн пур сотруднике, ветерансене професси уявĕ ячĕпе саламлатăп, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатăп,-терĕ районти ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |