Вулавăша çул тытар

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2022, 10:07 Просмотров: 304

 Районти ача-пăча библиотекине çитĕнекен ăру валли Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кĕненкисене илсе килнĕ. Вырăслисем те, чăвашла пичетленисем те яка вуланаççĕ. Илĕртỹллĕ хуплашкаллă тата ỹкерчĕксемлĕ. Алимпиада Кручининан "Тăван ен илемĕ" сăввисем, Михаил Козловăн "Икĕ упа çури" асамлă юмахĕсем,

"Чăваш халапĕсенчи сăнарсем" тата ыттисем те. Вулакансен кăмăлне каяççех вĕсем. Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче ачасем валли çыракан ытти поэтсен кĕнекисене те алла илсе вулама пулать. Раиса Воробьеван "Лера теттисем", Василий Давыдов-Анатрин "Ỹссен эсĕ кам пулан?" кĕнекисемпе паллашма та кăмăллă. Ольга Васильеван "Шупашкарпа паллашар" Чăваш Ен тĕп хулине илсе çитерет. Петĕр Хусанкайăн "Ку мĕскер?" сăввисем вара кĕçĕннисене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарĕç.

Кашни ỹсĕмри ачан хăш кĕнеке патне пулин те туртăм пур. Каникулта канма тата вăхăта усăллă ирттерме çеç пĕлмелле.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика