ĔНЕР пĕрле çỹренĕ каччăсем, паян тухаççĕ чикĕ хуралне... Пăлапуç Пашьелĕнче çар ретне тăма ят тухнă çамрăксене ырă йăла-йĕркепе, ваттисен пиллĕхĕпе, тăван-пĕтенпе, ял-йышпа пĕрле ăсатасси, пулас салтака телейлĕ çул сунасси çирĕпленнĕ.
Çак кунсенче çеç Сергей Никитина та ялти культура çуртне пуçтарăнсах салтак ятне чыслă тытма, сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе киле таврăнма суннă. Ăсату каçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, çар ĕçĕпе тимлекен Марина Кузьмичева инспектор, ялти культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Гордеева, пулас салтакăн çывăх çыннисемпе тус-юлташĕ хутшăннă, пурте ăнăçу суннă. Çак ятпа сцена çинчен тĕрлĕ юрă саламĕянăранă, çамрăксем конкурссенче тупăшнă. Сăмах май каласан, ку тĕлĕшпе Пашьелсенчен тĕслĕх илмелли сахал мар. Çакнашкал мероприятисене вĕсем яланах пысăк хастарлăхпа ирттереççĕ.
Ноябрь 2024 |