ЫРАН, июлĕн 9-мĕшĕнче, мăсăльман тĕн йăли-йĕр- кине пăхăнса пурăнакансемшĕн пысăк уяв - Курбан-байрам. Вăл ыр кăмăллăхпа, сăваплăхпа çыхăннă праçник. Çак ятпа çемьесенче сурăх пусаççĕ, какайĕпе ыттисене те, йывăртарах пурăнакансене хăналаççĕ, çынсем пĕр-пĕрин патне ырă сунса хăнана çỹреççĕ, хăйсене лăпкă та сапăр тытаççĕ.
Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн вара хальхи вăхăтра Питрав умĕнхи типĕ тапхăрĕ пырать. Вăл июлĕн 12-мĕшĕнче вĕçленет. Петрпа Павел апостолсене хисеплесе кашни чиркỹрех кĕлĕсем иртĕç, типĕ тытса хăйсен çылăхĕсемшĕн ỹкĕнекенсем Турă юнне ăша илĕç. Халăхра Питрав çу варри теççĕ. Сăнанă тăрăх, çак уяв хыççăн куккук та авăтма чарăнать.
Ноябрь 2024 |