Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.07.2022, 13:58 Просмотров: 763

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕнче, "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата "Куснар" çĕр ĕç фирминче пулнă, выльăх апачĕ янтăласси еплерех пынипе паллашнă. Çавăн пекех хуçалăх ертỹçисемпе вырмана хатĕрленесси, ăна кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси, хĕллене çителĕклĕ çимепе кĕтсе илесси пирки сăмах хускатнă. Пĕрлех ĕç сыхлавне тимлĕх уйăрнипе, механизаторсене вĕри апат çитерессипе тата хавхалантарассипе кăсăкланнă.

Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Нумай çул ỹсекен курăксене 9934 гектар (93,5 процент) çулнă.

Утă 5195 тонна (42,8 проц

ент), сенаж 14023 тонна янтăланă, условлă пĕр ĕне-выльăх пуçне 9,4 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене акма çĕр 650 гектар хатĕрленĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика