Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хисеплĕ ĕç ветеранне Юлия Чернышева врач-эпидемиолога чылайăшĕ пĕлеççĕ, паллаççĕ. 47 çул юратнă профессине парăнса ĕçленĕ ăста специалист пирки паянхи кун та сахал мар ырă сăмах илтме пулать. Пĕрисем ăна ырă кăмăлĕшĕн, теприсем чăнласах та Турăран тухтăр пулнăшăн, виççĕмĕшĕсем çынна яланах пулăшма хатĕрришĕн тата ыттишĕн те хисеплеççĕ, тав тăваççĕ. Вăл чăнласах та районта санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне кирлĕ пек тытса тăрас ĕçре ырми-канми тăрăшнă специалист. Çак кунсенче ăна район 95 çул тултарнă ятпа кăларнă юбилей медалĕпе чыс туни те хисеплĕ тухтăр-ветеранăн сывлăх сыхлавĕн сферинчи пархатарлă ĕçне тепĕр хут çирĕплетсе парать.
Юлия Тимофеевна яланах çынпа пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать. Астăватăп, врач-специалист район халăхĕ патне тĕрлĕрен чир-чĕртен, вирусран асăрханас тĕллевпе пурнăçламалли ĕçсем пирки тăтăшах вырăнти радиопа тухса калаçатчĕ, халăхпа тĕл пулатчĕ, районта тухса тăракан "Авангард" хаçатпа та тăтăшах çыхăну (50 çул ытла вĕсен çемйи райхаçата çырăнса илет) тытса статьясем пичетлетчĕ. Çак кунсенче 85 çул тултарнă ĕç ветеранĕ çивĕч ăспа, ырă кăмăл-туйăмпа пурăнать. Çамрăксен наставникĕ кирлĕ чухне пурне те ырă сĕнỹпе пулăшать.
Юратнă ĕç кирек камшăн та чун канăçĕ шутланать. Ачаранпах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ хĕрача шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти патшалăх медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Çирĕп характерлă чиперкке аслă шкула та хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çамрăк специалист малтанах икĕ çул Йĕпреç районĕнче эпидемиолог пулса ĕçленĕ, ун хыççăн 1962-1979 çулсенче Патăрьел районĕн врач-эпидемиологĕ, 1979-1989 çулсенче районти санэпидстанцин тĕп врачĕ, 1989-1993 çулсенче санэпидстанцин врач-эпидемиологĕ, 1993-2007 çулсенче районти тĕп больницăра эпидемиолог пулса тăрăшнă.
Ю. Чернышева - аслă категориллĕ врач-эпидемиолог, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Инфекци, çав вăхăтрах хăрушă чирсенчен асăрханас, профилактика тăвас ĕçре профессилле ăсталăхпа тăрăшнăшăн, районти халăхăн сывлăхне сыхлас тивĕçе чун-чĕререн пурнăçласа пынăшăн Юлия Тимофеевна нумай наградăна тивĕçнĕ.
Паян çемье архивĕнче типтерлĕн упранакан "Хисеп палли" орден, "СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" паллă, РСФСРăн, Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлавĕн Хисеп грамотисем, ЧАССР Министрсен Канашĕн, республикăри Хĕрлĕ хĕрес обществин, юн яракан станцин Хисеп грамотисем тата ытти те район аталанăвне пысăк тỹпе хывнă специалист ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçланине çирĕплетсе параççĕ.
Çав вăхăтрах вăл общество пурнăçĕнче те хастарлăх кăтартнă. Ю. Чернышева районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулса та халăх ыйтăвне власть умĕнче татса пама пулăшнă. Районти медицина ĕçченĕсен пысăк "çарне" - профсоюз комитетне вунă çул ытла ертсе пынă, профсоюз съезчĕн делегачĕ те пулнă. Урăхла каласан, вăл утса тухнă кун-çул пархатарлă та, сумлă та.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |