Июль уйăхĕнче çамрăк улмуççисене азотлă удобренисемпе апатлантарса тислĕк шывĕпе шăварсан вĕсен симĕс хунавĕсем нумай вăхăт ỹсеççĕ, анчах кĕрхи сивĕ пуçланиччен те хытса çитеймеççĕ, хĕлле вара шăнаççĕ.
Унашкал пуласран июль уйăхĕнче çамрăк садра азотлă удобренисемпе, тислĕк шывĕпе усă курмалла мар. Çак тапхăрта азотлă удобренисемпе, тислĕк шывĕпе нумай çимĕçлĕ ватă йывăçсене кăна апатлантарма юрать. Вĕсене шăрăх вăхăтра шăвармалла, ỹсекен улмасемпе йывăрланнă туратсен айне вăхăтра чарак лартма та манмалла мар. Хуртсем шăтарнипе аманнă пан улмисем ỹкеççĕ. Вĕсене кашни ир витрене (карçинккана мар) пуçтармалла. Уйăх вĕçĕнче çамрăк вăрман улмуççийĕсене, груша йывăçĕсене папкаран сыпмалли вăхăт. Сыпма палăртнă йывăçсене сĕткенĕ ытларах пултăр, сыпнă чухне хуппи лайăхрах хăпăнтăр тесе пĕр-икĕ кун маларах шăвараççĕ.
Çамрăк хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан тĕммисене çум курăк пусса илесрен асăрханмалла, вĕсене шăрăх, типĕ кунсенче каç кỹлĕм шăвармалла. Çырла тăвакан тĕмсене шыв нумай кирлĕ. Хурăн çырли лартма палăртнă çĕр лаптăкне минераллă (азотлă, фосфорлă, калиллĕ) удобренисем, çĕрне тислĕк хываççĕ, унтан 20-25 см тарăнăшне кĕреçепе касса тухаççĕ. Тăпрана кăштах пусăрăнса вырнаçма вăхăт кирлĕ. Унччен ĕрчетме тесе палăртнă чи тухăçлă тĕмсенчен тухса кăштах тымарланнă калчасене пĕчĕк кĕреçепе кăларса илеççĕ те вăхăтлăха (12-18 куна) питомнике лартаççĕ. Калчасене питомникре йăвă (10х10 см) лартаççĕ. Лайăх тымарлансан, 4-5 çулçă кăларсан, хурăн çырли калчисене (хĕвелсĕр, сулхăн кунсенче) пахчана куçарса лартаççĕ (ретсем хушши 50-60 см, ретри калчасен хушши 25-30 см). Сулхăнрах вырăнта калчасене ирĕкрех (пĕр-пĕринчен 35-40 см) вырнаçтараççĕ. Çырла тăвакан лаптăкра юлашки çырласене пухса кĕртнĕ хыççăн тĕмсене тасатаççĕ: чирлĕ, хăрнă, ватăлса хуралнă çулçăсене касса илеççĕ. Хурăн çырли çинче тĕрлĕ чир сарăлнă, сăвăс нумай пулсан çулçăсене тĕпренех касса илеççĕ. Ку ĕçе çырласене пухса кĕртнĕ хыççăнах тумалла. Çулçăсăр юлнă тĕмсене Нитрафен тата Карбофос шĕвекĕсем сирпĕтеççĕ. Ретсен хушшине канав чавса унта минераллă удобренисем, çĕрнĕ тислĕк, йывăç кĕлĕ хурса тăпрапа хутăштараççĕ. Ун хыççăн канавсене тислĕк шывĕ, 2-3 хутчен шыв яраççĕ.
Ноябрь 2024 |