Çемье - шанăçлăх вучахĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:11 Просмотров: 599

Районти централизациленĕ библиотекăра "Çемье - юрату тата шанăçлăх вучахĕ" темăпа библиотека умĕнче мероприяти ирттерчĕç. Вулавăш ĕçченĕсем кашни иртен-çỹрене уявпа саламларĕç, асамлă салтак тỹми çеçки шанăç кỹрессе палăртрĕç.

Çак уяв мĕнле пуçланса кайнипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Петрпа Феврониян çăмăл мар пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕç.

Çемье - тăнăçлăх утравĕ, пĕр шухăшлăх, хăват парса тăрать. Вăл чĕрери таса сăвап. Упрать тек пирĕн пĕрлĕхе. Çемьере юрату, ырăлăх хуçалансан сăн-питре йăл-кулă ялкăшать. Пурнăç чечекĕ илемлĕ çеçке çурать.

Çак кун символĕ илемлĕ салтак тỹмин чечекĕ. Çемье пур çĕрте ăшăлăх та юрату та пурах. Кăмăл пуррисем вăйăсенче савăнчĕç. Çемье пурнăçĕ çинчен ырă йĕр хăварма тăрăшрĕç. Сăн ỹкерĕнме хутшăнчĕç. "Эпир пурте пĕр çемье" акцие явăçса уяв визиткисемлĕ пулчĕç.

Кĕçĕннисем вара ỹкерчĕксем турĕç. Çитĕнекен ăру унта салтак тỹмине е хăйсен çемйине палăртма тăрăшрĕ.

Районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Алена Горшкова "Эпĕ - хĕрарăм" республика конкурсĕн иккĕмĕш турне хутшăннăскерсене чысларĕ, пурне те сертификатсем пачĕ. И

ртен-çỹрен "Çемье, юрату тата шанăçлăх" кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ кĕнеке выставкипе паллашрĕ. Тĕрлĕ çулта пичетленнĕскерсем çыннăн паха енĕсене палăртаççĕ. Вĕсенче ырăлăх, юрату, çемье тăнăçлăхĕ малта тăрать.

Çепĕç кĕвĕ кашнинех шухăша та ячĕ. Юратупа шанăçлăх пурнăçа малашне те илемлĕ тытса пыма май панине çирĕплетрĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика