Паттăрлăх манăçмĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:12 Просмотров: 547

 Граждан вăрçи вăхăтĕнчи паттăрсенчен пĕри П.Крепков 1890 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Тăван ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Егор Яковлевич, хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ачисене хăй пек ĕçе юратма, тỹрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ пулма вĕрентнĕ.

1905 çулта ялти шкултан вĕренсе тухсан Петр кỹршĕри Хурăнварти икĕ класлинче пĕлĕвне малалла тăснă. Ун хыççăн ăна пирĕн районти Шетмĕ ялне учителе ĕçлеме янă. Каярахпа Чĕмпĕрти пĕрремĕш гимназире экзамен тытать. Ун хыççăн Татмăш ялĕнчи шкула килет. Ĕçленĕ хушăра малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах вăрçă чарнă. Ăна 1915 çулта çара илнĕ.

1918 çулта фронтран таврăнсан Петр Егоровича Кивĕ Катек ялне ĕçлеме янă. Виçĕ уйăхран Пăва уездĕнчи ĕç тăвакан комитетăн çар пайĕнче комиссар ĕçĕсене тума уйăрса лартнă.

 Июль уйăхĕн вĕçĕнче шуррисем Пăва хулине йышăннă. Уралпа Атăл тăрăхне тата Сĕве-Канаш-Улатăр чукун çул магистральне илсе Мускав еннелле талпăннă. Çакна хирĕç тăрассине йĕркелеме Улатăрти уезд канашĕ 6 çынна тата Питĕртен килнĕ икĕ рабочие Йĕпреç станцине яраççĕ. Вĕсен хушшинче П.Крепков та пулнă. Унăн отрядне Патăрьелне йышăнма хушнă. Отрядра 200 салтак, 3 пулемет тата пысăк мар утлă çар пайĕпулнă.

Августăн 27-мĕшĕнче Крепков отрячĕ Кĕçĕн Патăрьелне çитсе вырнаçнă. Тата 2 кунтан Йĕпреçрен пынă ĕçтăвком членĕсемпе пĕрле Крепковăн Патăрьелĕнче хресченсен пухăвне ирттермелле пулнă. Çакăн çинчен шуррисем сиснĕ. Пăваран Патăрьелне вĕсем 500 çынран тăракан чаçне янă. Аллинче 10 пулемет, 6 тупă пулнă. 28-мĕшĕнче ирхине Тăрăнпа Патăрьел енчен шуррисем пăшалсемпе, пулеметсенчен пеме пуçланă. Кĕçĕн Патăрьел урамĕсенче çапăçу пуçланнă. Хĕрлĕармеецсем тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнĕ, анчах хăйсен командирне тата 51 юлташне çухатса Йĕпреç енне чакнă. Йĕпреçпе Шăхрантан пырса çитнĕ чаçсем шуррисене çĕмĕрсе тăкнă. Петр Егоровичпа унăн юлташĕсене чыслăн пытарнă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакансем çапăçу пулнă вырăна палăк лартнă. Ун таврашне йывăçсемпе, чечексемпе илемлетнĕ, часовня туса лартнă. Çак пархатарлă ĕçе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ И. Соловьев та хастар хутшăннă.

Чăваш халăхĕ П.Крепков комиссарпа çапăçура паттăрлăх кăтартнă унăн юлташĕсене ĕмĕр манмĕ.

В. ПЕТРОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика