Малашлăх тĕллевĕсене палăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 12.07.2022, 12:13 Просмотров: 547

 Июлĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Централизациленĕ клуб системи" культурăпа кану учрежденийĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Патăрьел районĕнчи вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртнĕ. Ăна партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Конференци ĕçне Шупашкар хулин пуçлăхĕ, Шупашкар хулин дупутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, партин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн секретарĕ Олег Кортунов, Патăрьел районĕнчи депутатсен Пухăвĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин депутачĕсен ушкăнĕн ертỹçи Николай Тинюков хутшăннă.

Конференцинче Патăрьел районĕнче муниципалитет округĕ туса хунă хыççăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмне пырса тивекен организациллĕ ыйтусене пăхса тухнă, вăрттăн сасăлавпа пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен кандидачĕсен списокне çирĕплетнĕ.

Кунтах партин суйлав умĕнхи программине çирĕплетнĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн ХХХIII конференцине кайма Рудольф Селиванова, Николай Тинюкова, Наталья Алексеевăна делегата суйланă.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика