ЮЛАШКИ вăхăтра хулара çеç мар, ялсенче те электросамокатпа, скутерпа, мотоциклпа çỹрекенсем нумай. Чылай чухне вĕсем ытти техника çỹрекен аслă çулпах çỹреççĕ. Çул çитмен ачасемпе çамрăксене уйрăмах илентерекен "хурçă утпа" çула тухакансем хушшинче çăмăлттайланса руль умне ларакансем час-часах тĕл пулаççĕ. Акă, çак кунсенче Патăрьелĕнчи аслă урамрах мотоциклпа пыракан 14 çул тултарман арçын ача çăмăл автомашинăпа пырса çапăннă. Юрать-ха, пăтăрмах синкерлĕ вĕçленмен, суранланнă ачана çийĕнчех больницăна илсе кайнă.
- Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аварисен шучĕ ỹсрĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче куçăм тата вăйлăрах пулни те çул çинче теветкеллĕх кăларса тăратать. Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем руль умне ларса тухнă тĕслĕх нумайланни те пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн яваплăрах пулмалла, вĕсене техникăпа çỹреме ирĕк памалла мар. Июлĕн 15-17-мĕшĕсенче республикăра "Ỹсĕр водитель" операци иртет. Çак кунсенче инспекторсем уйрăмах çул çинчи йĕркелĕхшĕн çирĕп тăрĕç, çула тухакансене те тĕплĕн тĕрĕслĕç,- пĕлтерчĕ РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев.
Ноябрь 2024 |