Умра - вырма, çĕр ĕçченĕн вăхăт çук ларса тăма

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2022, 15:35 Просмотров: 486

 Уй-хирте тыр-пул пучахĕсем кунсерен сарăхса, пиçсе, ĕлкĕрсе пыраççĕ. Умра - çĕр ĕçченĕшĕн яваплă та хĕрỹ тапхăр, вырма. Ăна ăнăçлă та çухатусăр ирттерсе ярас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче йĕтемсемпе тырă управĕсене, аллакан, тырра пухса çапакан машинăсене тата ыттине те вырмана хатĕр пулнине тĕрĕслес тĕллевпе район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн комисси июлĕн 15-22-мĕшĕсенче çула тухать, рейдсем ирттерет.

Тĕрĕслев комиссийĕн председателĕ - район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Воробьев. Çак йышрах районти патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Илья Васильев, Чăваш Республикинчи "Россельхозцентр" учреждени филиалĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ Олег Глухов, районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков тата ытти яваплă служба ĕçченĕсем те пур.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика