Хапăл турĕç йыхрава, кайса килчĕç уява

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2022, 15:37 Просмотров: 451

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе Пăлаçипе Юхма Ен делегацийĕ Тутарстанра - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме ялĕнче - Чăваш культурин уявĕнче пулчĕ. Ăна Петр Петрович çуралнăранпа 115 çул тата СССР туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.

"Уяв-2022" мероприяти иртекен вырăна чăваш халăхĕн авалхи нумай енлĕ пурнăçне кăтартакан алă ăстисен выставкине те тăратнă.

Ятарлă çуртсенче чăваш йăли-йĕркине сăнарланă: ача çуралсан ят хурассине, салтака ăсатнине, улах ларнине, чỹклеме тунине, туй пынине, нимене пухăннине тата ытти те.

Районти юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертỹçи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин) "Чăваш çаврăмĕсем" вокалпа хореографи сюитине, Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи Зот Степанов) туй йăли-йĕркине (ỹкерчĕкре) кăтартрĕ. Тури Чакăри "Чемен" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи Анатолий Гаврилов) "Чăвашла юрла", купăсçăсен "Салам" ансамблĕ (ертỹçи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов) "Выля, хуткупăс" конкурссене хутшăнчĕç.

Пузырниковсен çемйи анатри чăвашсен "Кашлать вăрман" хăна юррипе "Чи лайăх дуэт" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика