Çырлана типĕтме пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2022, 15:58 Просмотров: 459

Вăрманти хăмла çырли пылак та тутлă. Унран хатĕрленĕ чей шăнса чирлесен питĕ усăллă. Хăмла çырлине хĕл валли типĕтме пулать. Варенийĕ вара ырă шăршăллă. Ку çырлара С витамин нумай.

 Суранран юхакан юна хăмăшăн тымар тунипе чарма пулать. Тымар туни хуппине сỹсе шап-шурă та çемçе вăррине кăларăр. Касса суранланнă вырăна хурсан юн юхма чарăнĕ.

Çỹхе пурçăнран çĕленĕ япаласене юлашки хут чỹхенĕ чухне шыва пĕр кашăк сахăр (1 литр пуçне), кăштах лимон йỹçĕкĕ хушăр. Хулăнрах пурçăна тăварлă шывра чỹхеме юрать. Шифонран çĕленĕ япаласене 3 апат кашăкĕ сахăр хушнă сивĕ шывра чỹхеме сĕнер.

Синтетика пусмаран çĕленĕ арçын кĕпине, кофтăна тỹмисене тỹмелесе типĕтĕр. Ун чухне вĕсене утюгпа якатма кирлĕ пулмĕ.

Тимĕр хупăпа пăрса хупнă банкăна уçма çăмăл мар. Банкăна вĕри шыв янă чашăка темиçе çеккунтлăха ỹпĕнтерсе лартсан ăна ытлашши вăй хумасăрах уçма пулать.

 Атă-пушмак кремне темиçе тумлам сĕт хушса çемçетсен вăл лайăхрах сăрхăнать, атă-пушмак йăлтăртатса кăна тăрать.

 Аш арманĕ çумне резина ункăпа çирĕплетнĕ хут варинкке унта çырла-çимĕç нумайрах яма май парать. Ансат çак меслет çимĕç сĕткенĕ хатĕрлессине хăвăртлатма пулăшать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика