Пĕрисем тирпейлеççĕ, теприсем варалаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2022, 10:46 Просмотров: 361

. Çакна мĕнле ăнланмалла-ши? ЯЛ çынни паян пурнăçа хăй пĕлнĕ пек йĕркелесе, сыпăнтарса пурăнать. Чылайăшĕ пахча çимĕç çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх усраса укçа-тенкĕ тăвать тата ытти те. Юлашки çулсенче хăйсен ĕçне йĕркелекенсем, фермер хуçалăхĕсем те йышлă. Район хастар та пултаруллă ĕçченсемпе пуян. Çапах та çак ырă пулăмпа юнашарах кăмăла пăсакан тĕслĕхсем пулни те пăшăрхантарать. Ялсенче пĕрисем тирпейлĕхпе хăтлăхшăн чунне пама хатĕр тăрăшаççĕ, тасатаççĕ, илем кỹреççĕ. Теприсемшĕн вара икĕ айкки те ту айкки... Вăл çеç те мар-ха, хамăр пурăнакан тавралăхах вараласа мăшкăл та кăтартаççĕ. Çак кунсенче çеç Туçари масар çывăхĕнче, Патăрьел - Елчĕк çултан аякрах та мар пĕр пуçтах пĕр намăсланмасăр выльăх каяшне пăрахса хăварнă. Паллă ĕнтĕ, аллине хурса хăварман. Унтан иртсе çỹреме те çук, усал шăршă сăмсана çурать! Çак тавралăха вара ял çыннисем нумай пулмасть çеç субботник йĕркелесе тасатнă пулнă. Тĕлĕнмелле: пĕрисем тирпейленине теприсен мĕншĕн хисеплемелле мар-ха?

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика