Кăшман çулçи пуç ыратнине ирттерет. Ăна çамка çине хумалла. Çавăн пекех унпа ăш хытнинчен усă кураççĕ.Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ кăшман çулçи ямалла, тăрăлтармалла. Ăна кун каçа тăватă хутчен ĕçмелле. Çак шĕвек ура кĕлли çуркалансан та пулăшать: çывăрас умĕн унта урана чиксе лармалла.
Кăшман çулçине салата, яшкана та яма юрать. Вăл хырăмлăх язвинчен тата пĕвер чирĕнчен аван.
Кишĕр çулçипе геморойран сипленеççĕ. Ăна 1 чей кашăкĕ илмелле, тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сăрăхтармалла, кун каçа темиçе хутчен ĕçмелле. Аллерги чухне ỹт-тир кĕçĕтсен çак вырăна шĕвекпе йĕпетсе хумалла.
Хăмла çырлин çулçинче С витамин нумай. Вăл ỹт-тир çинчи шатрана, пỹрлешкене пĕтерет. Çулçа тин вĕретнĕ шывра пиçĕхтермелле, пит çине хумалла.
Ку процедурăна кунне 3-4 хутчен тумалла. Пыр ыратсан тин вĕренĕ 1 стакан шыва 3 апат кашăкĕ хăмла çырлин çулçине ямалла, сăрăхтармалла, пыра чỹхемелле. Çак шĕвеке варвиттирен тата ỹп- керен ĕçме юрать.
Чие çулçин шĕвекĕ чĕре, юн тымарĕ чирĕсенчен, ỹт тăртаннинчен, юн пусăмĕ ỹснинчен пулăшать. Ăна çапла хатĕрлемелле: тин вĕренĕ 2 стакан шыва 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чие çулçи ямалла, термосра тăрăлтармалла, ĕçмелле.
Хурлăхан çулçин шĕвекĕ çỹçе чỹхеме аван. Унран хатĕрленĕ чей пусăрăнчăк кăмăла сирет.
Ноябрь 2024 |