Çĕнĕ йĕркене хăнăхма та, пăхăнма та тивĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.07.2022, 11:45 Просмотров: 293

 ЮЛАШКИ вăхăтра çул çинче йĕркене пăхăнмалли саккунсем çĕнелсех, улшăнсах тăраççĕ. Водительсен вĕсене пурне те вăхăтра çамка çине картса хумасан айăплав çине айăплав илме пулать. Малашне çул çинче ыттисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан водительсене те явап тыттараççĕ. Вĕсене 250 пин тенкĕ таран штраф пама е çулталăклăха ирĕкрен хăтарма та пултараççĕ. Е тата тытса чарнă водителе пула унчченех авари пулнă, çав инкекре çын пурнăçĕ татăлнă тата вăл авари вырăнĕнчен тарнă пулсан икĕ çуллăх тĕрмене хупма е 300 пин тенкĕ укçа тỹлеттерме пултараççĕ. Çул-йĕр правилине пăхăнмалли саккуна çĕнĕлĕх кĕртни пĕтĕмпех çыннăн пурнăçне сыхлас, аварисен шутне чакарас, хамăрăн культурăлăха ỹстерессипе çыхăннă. Çĕнĕ йĕркесене пурин те хăнăхма та, пăхăнма та тивĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика