ХАЛЬХИ вăхăтра çĕршывĕпех "Раççей шывĕ" ("Вода России") экологи акцийĕ пырать. "Шыв объекчĕсене сыхласси", "Экологи" наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн 2014 çултанпа йĕркеленсе пыракан ырă пуçаруран ку таранччен пирĕн район та айккинче юлман. Волонтерсемпе çут çанталăк тусĕсем, шкул ачисем, уйрăм çынсем те юхан шыв хĕррисене, çырма-çатрана çỹп-çапран тасатаççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн район мăнаçлăхĕ шутланакан Пăла юхан шывĕпе унăн çыранĕсем те пиртенех пулăшу кĕтеççĕ.
Ноябрь 2024 |