Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр министрĕ Владимир Осипов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа пĕрле çул-йĕре юсас ĕçсемпе паллашнă. Владимир Михайлович "Еншик-Кĕçĕн Арапуç", "Патăрьел-Сăкăт" çулсене еплерех юсанине тĕрĕсленĕ. Асăннă лаптăксене тĕпрен сарма "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" наци проекчĕпе укçа уйăрнă. Çак программăпах кăçал тата тăватă лаптăкра юсав ирттерме палăртнă. Пур объектра та "Эльбрус" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем тăрăшĕç.
Шăнкăртамра вара Ленин урамĕнче 2,5 çухрăм çул сараççĕ. Ку тĕллевпе "Ял тăрăхĕсен аталанăвĕ" программăпа 80 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Объекта икĕ этаппа тăваççĕ, 2023 çулта вĕçлемелле.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |