КАШНИ çемьен хăйĕн йăли-йĕрки, культура пуянлăхĕ, пархатарлă ĕçĕсем пур. Вĕсене упраса хăварас, ыттисене паллаштарас, ырă пулăма сарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи ЗАГС органĕ пуçланса кайнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа "Манăн çемье йăли-йĕри" ("Традиции моей семьи") творчество конкурсне йĕркелеме палăртнă. Унта ашшĕ-амăшĕпе ачисен сăн ỹкерчĕкĕсем, çемье йăли-йĕркине кăтартса паракан видеороликсем, пĕр-пĕр сăлтавпа хатĕрленĕ презентацисем, çавăн пекех калавсемпе очерксем, сăвăсем тăратма пулать. Конкурс материалĕсене 2022 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕччен районти Мăшăрлану пайĕнче йышăнаççĕ.
Тĕрлĕ наци пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăтартуллă, ĕçре те, спортра та, общество пурнăçĕнче те ыттисемшĕн тĕслĕх илмелли çемьесем сахал мар. Вĕсем хушшинче 50, 60 е тата ытларах пурăнакансем те, çамрăксем те пур. Творчество конкурсне пирĕн Патăрьелсем хастар хутшăнса ăна тата ытларах пуянлатасса шанас килет.
Ноябрь 2024 |