Алманчăри купельте шыва кĕме те кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2022, 14:04 Просмотров: 210

АЛМАНЧĂРА халăх хастарлăхĕпе çĕкленнĕ Владимир аслă князь ячĕпе хисепленекен купельте çынсем кашни кунах сăвапланă шыва кĕрсе савăнаççĕ. Çак ялсем çеç мар, тавра ялсем те тăтăшах кунта килеççĕ, шыва чăмса тухса вăй пухаççĕ, чунĕсене тасатаççĕ. Купель йĕри-таврашне ял хастарĕсем, чиркĕве çỹрекенсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем, шкул ачисем тасатса, тирпейлесех тăраççĕ. Курăкĕсене çулаççĕ, акнă-лартнă чечекĕсене çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Çавăнпа та кунта килсе çỹреме те кăмăллă.

- Купель пирĕн ялăн хăйне евĕр мăнаçлăхĕ шутланать. Çак вырăна таса та тирпейлĕ тытасси, çынсене килсе-кайса çỹреме хăтлăх кỹресси, кунти тавралăха йывăç курăкпа пуянлатасси пирĕн тивĕç,- тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика