Районта июнь уйăхĕнчен тытăнса COVID-19па чирлекенсен йышĕ ỹсрĕ. Коронавирус 43 çынна аптăратнă. Çакă республикăри вăтам кăтартуран та пысăкрах. Пациентсене медицина тĕлĕшĕнчен сăнаса тăраççĕ.
Ку хутĕнче чир 50-64 çулсенчи çынсенче (21 тĕслĕх, 42,9 процент), вĕсенчен аслăраххисенче (11, 22,4), кĕçĕнреххисенче (9, 18,4) ытларах палăрнă. Ачасене çулăхни те пăшăрхантарать. 6 çула çитичченхи пĕр ача, 7-17 çулсенчисенчен иккĕн (каникул вăхăтĕнче) чирленĕ.
Паянхи куна çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ организмра пуррипе çуккине палăртас енĕпе 64800 тĕрĕслев тунă.
Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем çавна май çуллахи вăхăтра çак амак сарăласран тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Асăрханнине нимĕн те çитмест. Çакă юлташăрсемпе çывăх çыннăрсемшĕн те лайăх пулĕччĕ.
Хăвăра япăх туйсан, коронавирус инфекцийĕпалăрман пулсан та çынсемпе хутшăнма ан тăрăшăр. Сунас, пыр, пуç ыратни, алă-ура сурни, ỹслĕк, температура хăпарни, сывлăша пỹлни, вăй çукки часах иртсе каймастех.
Чирлетĕр пулсан килтен тухмалла мар. Хăвăр тĕллĕн сипленме ан тăрăшăр. Тухтăра чĕнмелле.
Япăх туятăр пулсан, чир симптомĕсем палăрсан медицина пулăшăвĕ кирлех. Тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçлама тăрăшăр.
Пỹлĕме тăтăшах (30-шар минут) уçăлтарса тăмалла. Чир ыттисене ересрен çакă. Ĕç вырăнне, киле çын пымасăр тăмасть-çке. Уçăлтарнă чухне алăка та, чỹречене те уçмалла. Вĕсенчен пĕрне çеç уçă тытни усă кỹмест. Вăл пỹлĕмри сывлăша çĕнетеймест.
Чи лайăх мел - вакцина яртарни. Коронавирусран кашни çур çулта прививка тутармалла. Ун пек чухне иммунитет чирпе кĕрешме май тупатех.
Алăсене супăньпе çума ан манăр. Çакă та сывлăха упрама пулăшать.
Çын йышлă пулакан çĕрте маска тăхăнмаллах. Уйрăмах вăраха кайнă чирсемпе аптракансен çакна шута илмелле.
О.ТАКМАКОВА, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ.
Ноябрь 2024 |