Хальхи вăхăтра районти 10 шкулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕн регионти "Хальхи шкул" проектпа килĕшỹллĕн тунă "Ỹсĕм вырăнĕ" центрсем ĕçлеççĕ.
Сăмахран, иртнĕ çул вĕçĕнче Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем те çак ырлăхпа усă курма пуçларĕç. Хальхи йышши хатĕрсем шкул ачисене физикăна, химие, биологие тарăннăн вĕренме çăмăллăх кỹреççĕ. Урок хыççăн унта педагогсемпе ачасем кăна мар, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те пĕлĕве ỹстерме пултарать. Турхансем хыççăн Тури Туçари вăтам шкулта та "Ỹсĕм вырăнĕ" центр уçăлнă.
Юхмапа Пăăла тăрăхĕнче çак ĕçе малалла аталантарасшăн. Шăнкăртамри пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам, Алманчăри, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче кăçал çакнашкал центрсем уçма хатĕрленеççĕ. Вĕсем валли кашни шкултах икĕ пỹлĕм уйăрнă. Пĕринче технологи, информатика, ОБЖ урокĕсенче кирлĕ хатĕрсем пулĕç, тепринче коворкинг, медиа тата шахматла вылямалли зонăсем тăвĕç. Тăватă шкула та 1,1 миллион тенкĕлĕх хатĕрсемпе пуянлатĕç, "Ỹсĕм вырăнĕнче" ĕçлеме пуçлакан педагогсем ятарлă пĕлỹ илнĕ те ĕнтĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |