Сывлăха упрас тесен çуллахи вăхăтра улма-çырла, пахча çимĕç ытларах çимелле. Чылайăшĕ вĕсем халĕ килти пахчасенчех çитĕнеççĕ. Кунсерен хĕртекен хĕвелпе çырласем пиçеççĕ. Вĕсенче организма кирлĕ витаминсем пур. Анчах усă курнă чухне асăрхануллă та пулмалла.
Çав вăхăтрах хуралма пуçланă, хуртлă, хуппи сĕвĕннĕ, кăвакарма пикеннĕ çырласене çимелле мар. Тавара пасартан туянас пулсан та пăхмалла. Çырла типĕпултăр. Тĕсне ан улăштартăр.
Дыньăпа арбузсем те ăшă енче пиçсе çитрĕç. Вĕсене туяннă чухне те асăрхануллă пулмалла. Пиçнĕ арбуза чĕрне кĕмелле мар. Вăрри хура е хăмăр тĕсли аван. Дыня вара шăршипе илĕртмелле.
Тутлă, тĕсĕпе илĕртеççĕ пулсан та кирек хăшне те çумасăр çимелле мар. Вар-хырăм пăсăлма пултарать. Уйрăмах ачасене асăрхаттарса тăмалла.
Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнчи медицина сестри. Алманчă ялĕ
Ноябрь 2024 |