Виçене пĕлсе

Категория: Публикации Опубликовано: 29.07.2022, 09:28 Просмотров: 297

Чи кирли апат мар, шыв теççĕ. Çитĕнсе çитнĕ çыннăн мĕн чухлĕ шыв ĕçмелле? Çын чирлет пулсан? Шыв чăннипех те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах мĕн чухлĕ ĕçмелли пирки хатĕр рецепт çук. Кашни хăйĕн виçи. Вăтам виçе вара - кунне 1,5-2 литр. Шăнса пăсăлсан ытларах шĕвек ĕçме сĕнеççĕ.

Шыв çителĕксĕр ĕçсен организмран наркăмăшлă япаласем тухасси япăхланать. Ытла нумай ĕçни те начар - ỹт тăртанать.

Кăштахшар ĕçмелле: шыв, чей, компот, морс, курăк шывĕ. Шăлан (шиповник) е хăмла çырли ярса хунă шĕвек аван. Куркума е импĕр хушнă чей иммунитета ỹстерет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика