ÇАНТАЛĂК типĕ те шăрăх тăнă вăхăтра чылайăшĕ ишсе киленес, уçăлас тĕллевпе юхан шыв хĕррине туртăнать. Ун пек чухне ачасен хастарлăхĕ те пысăк. Кирлĕ пулсан вĕсем хăйсем тĕллĕн те унта кайма пултараççĕ. Вĕсене пурпĕрех: çав вырăнта шыва кĕме юрать-и е юрамасть-и? Çавăнпа та çитĕннисен те, ачасен те пĕлмен, кĕме ирĕк паман вырăнта ишмелле мар. Чун киленĕвĕ синкерлĕхпе ан вĕçлентĕр тесен хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Сăмах май каласан, мухтав Турра пирĕн районта кăçал шывра путса вилнĕ тĕслĕх пулман. Çапах та республикăра ку таранччен 20 çын путса вилнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ ачасем. Чăваш Енри Инкеклĕ лару-тăру министерствин тĕп управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ вырсарникун та çакнашкал виçĕ тĕслĕх пулни паллă.
Ноябрь 2024 |