Юлашкинчен çунă çумăрсем уйра ỹсекен тыр-пула хỹхĕм çитĕнме май пачĕç. Çанталăк шăрăхлатни вĕсене пулса çитме пулăшрĕ. Августăн 1-мĕшĕнче районта Камиль Салихов фермер хуçалăхĕнче вырма каçалăкне уçрĕç. Илен кун вара "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем "уй-хир карапĕсене" кĕрхи тулă ани çине илсе тухрĕç. Сап-çарă та пĕр тикĕссĕн çилпе чỹхенсе ларакан уя харăсах виçĕ комбайн кĕрсе кайрĕ. Штурвала Николай Викторов, Вадим Краснов, Геннадий Ялуков комбайнерсем тытса пыраççĕ.
- Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç пулин те пĕрчĕллĕ культурăсене вăхăтра акса хăварма пултартăмăр. Йĕперех лаптăка çĕр улми лартрăмăр. Кукуруза акни те вырăнлă пулчĕ. Выльăх апачлĕх культура çын çỹллĕш ỹс- нĕ,- тет çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне хак парса пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков.
2000 çулта çак хуçалăхра ĕçлеме пикеннĕ Петр Валерьевич "ир тăракан çерçи тутă пулнине" тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ана хĕррипе çапнă тыр-пулăн пĕрремĕш бункерĕнченех тухăç гектартан 50 центнертан кая мар тухассине палăртрĕç специалистсем.
- Тырă нỹрĕлĕхĕ пысăк мар. Комбайнсене тулли хăватпа ĕçлеттерме пулать. Ирхи сывлăм часах типмест. Çавна май техникăна ана çине кăнтăр апачĕ умĕн çеç илсе тухассине шута илĕпĕр,- тет пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин.
Евгений Олегович сăмахне çирĕплетсе техникăшăн яваплă Вячеслав Сельцов калаçăва малалла тăсрĕ: "Маларахри çулсенче ана çине 10-12 "Нива" комбайн кĕнĕ. Вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăках пулман. Халĕхăватлă техникăпа вырса çапатпăр. Анасем тасаран тỹрремĕнех пухса кĕртессине мала хуратпăр. Ĕç условийĕсене тивĕçтерме тăрăшнă. Комбайнсем çинче кондиционерсем пур. Кабинăна тусан кĕмест".
Пур ĕçе те вăхăтра тума тăрăшаççĕ кунта. Выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ сенаж та хывнă. Нумай çул ỹсекен курăксене виççĕмĕш хут çулма ĕмĕтленеççĕ. Малашлăха пăхса ĕçлеççĕ. Хуçалăх экономикине тĕреклетес тĕллевпе пĕр çул тыр-пул, тепринче çĕр улми ытларах çитĕнтереççĕ. Вĕсене хак пур чухне ăсатма тăрăшаççĕ. 1000 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене пухса çапсан вăтамран кĕлете мĕн чухлĕ тухăç кĕрессине те шутласа хунă.
- Специалистсем вырăнта пирĕн. Кашнийĕшĕ хăйĕн участокĕшĕн яваплă. Команда пулсан палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулать. Хушма ĕç вырăнĕсем те уçатпăр. "Версаль" каферех 20 çын ытла ĕçлет. Хамăрăн продукци унта та усă курăнать,- тет Петр Ялуков.
Çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ комбайнсем. Бункерĕсем çĕнĕ тырăпа тулаççĕ. Владимир Ялуков, Сергей Сымов, Станислав Сулагаев водительсем ăна йĕтем çине туртараççĕ. Унтан тасатса типĕтнĕ тырра Николай Горбунов управа кĕртме хатĕр.
Ĕç тỹлевĕ тивĕçтерет те, хавхалантарать те кунта ĕçлекенсене. Мускав айккинче тăтăр. Вырмана кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн тыр-пул çитĕнтерекенсем. Кашни комбайна 330 ытларах гектар лекет пухса çапмалли. Кайран ытти хуçалăхсене пулăшма кайма та ỹр- кенмеççĕ.
Ертỹçĕпе пĕр çуларах, аслăрах çынсем вăй хураççĕ пĕрлешỹре. Пурте вĕсем ачаранах çак уй-хирте ĕçлесе ỹснĕ. Комбайнсем хыççăн пучах пуçтарнине те, лашапа утă- улăм турттарнине те, çĕр улми йăранĕсене çумланине те кăмăлтан аса илеççĕ.
- Тыр-пул çитĕнтересси - сумлă ĕç. Куллен усă куратпăр çăкăра апатра. Чыс та мухтав çĕр ĕçченĕсене. Вырмана çăмăллăн, пĕр тăкаксăр, кăлтăксăр ирттерме сывлăхăр пултăрах,- терĕ ĕçченсене хавхалантарса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |