Районти тĕп библиотекăра чăваш прозаикĕн, поэчĕн, куçаруçин, библиографĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Ева Лисинан пултарулăхĕпе "Кĕнекесенче - пурнăç чăнлăхĕ" ятпа литература экскурсĕ иртнĕ. Ентешĕн çуралнă кунне халалланă ăна. Ева Николаевна 83 çул тултарчĕ. Мероприятие Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пынă май йĕркеленĕ.
Вулавăшри тивĕçтерỹ пайĕн ĕçченĕсем ентешĕн пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Библиотека фондĕнчи кĕнекисене кăтартнă. "Ева Лисина тĕнчи" электронлă презентаци те пăхма интереслĕ пулнă.
Ева Лисина Именкасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Вăл Геннадий Айхин кĕçĕн йăмăкĕ. Мускаври Тимирязевски ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн патшалăх университечĕн Ботаника садĕнче, М.И.Рудомино ячĕллĕ ют çĕршыв чĕлхисен библиотекинче ĕçленĕ. Щепкин ячĕллĕ Театр училищинче пулас артистсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Ева Лисина пултарулăхне вырăна хурса хакланă. Вăл - СССР Писателĕсен канашĕн членĕ, Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ. "Чăваш Республикинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалье тивĕçнĕ.
Ентеш нумай калав, юмах, повесть, пьеса авторĕ. Вĕсене вăл чăвашла тата вырăсла пичетленĕ. А.Н.Островский, Э Де Филиппо, П.Гариней, Ю.О.Нил тата ыттисен произведенийĕсене куçарнă.
Ытларах ачасем валли çырнă писатель. "Çĕньял ачисем", "Хупах хăлха Илюк", "Тепĕр çул та килетпĕр", "Çăкăр чĕлли", "Пăркка мучи калавĕсем", "Вĕçекен кỹлĕ" тата ыттисем те кăмăлтан вуланаççĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |