Çулăм чĕлхи вăрăм, ниме те шеллемест

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:59 Просмотров: 669

ПУШАР тесен сехре хăпать. Çулăм çурт-йĕре те, хуралтăсене те пĕр шелсĕр кĕле çавăрать. Августăн 4-мĕшĕнче 17 сехетре Именкассинчи пĕр хуçалăхăн мунчи, вити çунса кайнă. Пỹрт тăрри те сиенленнĕ. Вутпа кĕрешекенсем пĕлтернĕ тăрăх, инкек сăлтавне хальлĕхе пайăрлатман-ха. Августăн 3-мĕшĕнче вара 18 сехет çурăра Сăкăт ялĕ çывăхĕнче çулпа пыракан AGROS 530 маркăллă комбайн çуннă. "Уй-хир карапне" Алманчăри уйрăм çынран Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнче пурăнакан туяннă. Техникăна Каçал тăрăхне илсе кайма тухсан вут хыпса илнĕ. Çулăма сỹнтермелли ятарлă 7 хатĕрпе пушара лăплантарма тăрăшнă. Вут-çулăмпа кĕрешекенсене те чĕнсе илме тивнĕ. Шел пулин те, "хурçă ут" юрăхсăра тухнă.

Малтанхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх, комбайнăн электрохатĕрĕсем юсавсăр пулнă.

Карас телефонĕ çине куллен тенĕ пекех çанталăк шăрăх тăни, пушар тухас хăрушлăх пысăкки пирки пĕлтерỹсем килеççĕ. Инкекрен кашнийĕн май пур таран асăрханмалла. Çавăн пекех хирте ĕçлекен техникăна та пăхсах тăмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика