Вăрман - пирĕн пуянлăх, ан кăтарт ăна хурлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 14:37 Просмотров: 334

ÇАНТАЛĂК шăрăх тăнă вăхăтра вăрман хуралĕнче ĕçлекенсем канăçлăха çухатаççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем унта та кунта "çут çанталăк ỹпкине" вут хыпса илнине пĕлтерни сисчевлĕхе тата ỹстерме хистет.

Чăваш Республикинчи çут çанталăк министерствин тытăмĕнчи "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ Георгий Фомин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра кунсем типĕ те шăрăх тăнăран пушар тухас хăрушлăх тăваттăмĕш класпа танлашать. Çакăн пек чухне инкекрен сыхланса вăрмана кĕме юрамасть. Çут çанталăк пушарĕсем нумайланнине, асăрханусăрлăха пула типĕ курăка, çỹп-çапа вут хăвăрт хыпса илнине манмалла мар. Уçă территорисенче, çул хĕррипе лартнă йывăçсем хĕррипе, хушма хуçалăхра, дачăра кăвайт чĕртмелле мар. Пĕр çын айăпне пула пиншер гектар вăрман çуннине, унта пурăнакан чĕр чунсем вилнине кашнийĕн асра тытмалла.

 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика