ЙЫТĂ - çын тусĕ, тетпĕр. Ку каларăша никам та хирĕçлемест, анчах урампа утса пынă чухне хăвна хирĕç вĕрсе чупса пынине курсан вăл ним мар "тăшмана" çаврăнать. Анчăксене кăкарчăкра тытмалли пирки пĕр хутчен кăна мар çыратпăр, анчах шута илмеççĕ. Çулла ача-пăча иртен пуçласа каçчен уçă сывлăшра вылять, çыртсан кама айăпламалла? Кайăк-кĕшĕке тытни пирки те çулленех редакцие шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Кун пек тĕслĕх кăçал та 2-3 хутчен те пулчĕ. Аванах пысăкланнă хур тата кăвакал чĕпписем "тăватă ураллисен" мăшкăлĕ пулни пирки хаçат вулакансем пăшăрханса пĕлтерчĕç.
Ноябрь 2024 |