Хамăр пурăнакан вырăн тирпейлĕ те илĕртỹллĕ пулни кирек камшăн та кăмăллă. Урамсене, кил-çурт умĕсене хăтлă тытса тăма тăрăшаççĕ Ульяновка ялĕнче. Çавăнпа пĕрлех масар çине те хыт-хура пустармаççĕ. Виççĕмĕш хут йĕркелерĕç кунта субботник. Ку хутĕнче те йышлăн тухрĕç унта. Хуласенчен яла канма килнĕ ентешсем те айккинче юлмарĕç.
Ĕçе Юрий Анатольевич Семенов ял старости йĕркелесе пычĕ. Çулнă курăка, каснă йывăçсен турачĕсене Денис Васильев Т-25 тракторпа турттарса тăчĕ. Çамрăксем кам çавапа, кам сенĕкпе ĕçе хутшăнчĕç. Вĕсенчен аслăраххисем те юлмарĕç. Хĕрарăмсем те правур пулчĕç. Юрий Геннадьевич Семенов депутат та хастарлăх кăтартрĕ. Ольга Никифорова культура ĕçченĕ халăха пухас яваплăха хăй çине илчĕ.
Лаптăкĕ пĕчĕк мар масар çинче. Çĕнĕрен уйăрнă çĕрте курăк ỹсет. Ăна çулмаллах. Ỹркенмерĕç. Вилнĕ тăванăмăрсене пытарнă "хĕреслĕ яла" çакнашкал тытни кунта канлĕх тупнă аслă ăрурисене манманнине, хисепленине палăртать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |