Çул çитсен кашни ывăл-хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ çитĕнекен ăрăвне ача садне яма тăрăшать. Вăл унта çăмăллăн хăнăхтăр тесен мĕн тумалла-ха? Ачана килте ытларах çакăн пирки калаçтарма тăрăшмалла. Ăна ыттисемпе пĕрле выляма явăçтармалла. Ачапа пĕрле хăйĕн тантăшĕсен çуралнă кунĕсене каймалла. Унта вăл мĕнле тытнине сăнамалла: вăтанмасть-и, ютшăнмасть-и, чăркăшмасть-и? Ыттисемпе пĕр чĕлхе тупма пултараять-и?
Ача садĕнчи евĕр кун йĕркине хăнăхтарни вырăнлă. Уçăлма тухсан, канмалли кунсенче унта çитсе килмелле. Ушкăна хăнăхса ỹсекен ачасен садикри пурнăçĕпе паллаштарма тăрăшмалла. Воспитательницăпа, ачасемпе курнăçтарни те кăмăллă. Садикре хаваслă пулассине мала хумалла. Çĕнĕ юлташсем тупма пултарнине, унта вылямалли теттесем нумаййине, юрлама, сăвă вулама вĕрентнине каламалла.
Пĕр çуртра, касра, урамра выляса ỹснĕ юлташĕпе пĕрле пĕр ушкăна кайсан тата лайăхрах. Садике кайиччен хăй тĕллĕн çăвăнма, çиме, тумланма пултарни пĕлтерĕшлĕ.
Ача умĕнче япăххине ан калаçăр. Вăл садике кайма пуçлани асра юлмалли саманчĕсенчен пĕри пултăр.
С. РОМАНОВА, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн воспитателĕ
Ноябрь 2024 |