Иртнĕ çулхи 7 уйăхра çул-йĕр çинче 14 инкек пулнă пулсан, кăçал çак кăтарту 17е çитнĕ. Виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Аманакансем 21ĕн пулнă.
Инкексен сăлтавне тишкерни руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа ларнă водительсенчен (4 тĕслĕх), автотранспортпа çул çỹрекенсем çине кĕрсе кайнинчен (7), хăвăртлăха ỹстернинчен (7), çул çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăснинчен (3) килнĕ. Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасем инкеке лекни те пăшăрхантарать. Çакнашкал 3 тĕслĕх пулнă.
Тепĕр чухне чылайăшĕ автотранспорта çул "паманни" те тĕл пулать. Çул çỹрекенсем ятарлă вырăнтан тепĕр енне каçмаççĕ.
Çуллахи каникул вĕçленесси нумаях юлмарĕ. Ачасем каллех партăсем хушшине ларĕç. Вĕсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма çеç мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та йывăртарах.
Раççей çулĕсем çинче çỹлленех пиншер ача вилет. Хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ - ача çул çỹремелли йĕркесене пĕлменнинче, водительсен тимсĕрлĕхĕнче, ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентменнинче. Çавăнпа та полици ĕçченĕсем водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, çул-йĕр правилисемпе тата шкулпа кил хушшинчи маршрутпа тĕплĕн паллаштарма ыйтаççĕ. "Ачасен тумĕсем е рюкзакĕсем çине çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çĕлесе е çыхса хума ан манăр. Автомашинăпа çула тухсан кĕçĕннисене ятарлă креслосем çинче илсе çỹрĕр.
"Ачасене те тимлĕ пулма ыйтас килет. Çул урлă ятарлă вырăнсенче çеç каçмалла, çул хĕрринче те вылямалла мар",- тет районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А. Мальцев.
Çул-йĕр службин инспекторĕсем ĕç вăхăтĕнче чылайăшне тимлĕхе ỹстермелли пирки асăрхаттарсах тăраççĕ пулин те "васкакансем", йĕркене пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Тин çеç руль умне ларакансем те хăвăртлăха ỹстерме пăхаççĕ. Çыннăн кун-çулĕ пĕрре çеç килет. Ăна тивĕçлĕ пурăнса ирттерессишĕн хамăрах яваплă. Ерипен кайсан аякка çитетĕн, теççĕ. Çакна водителĕн те, çул çỹрекенĕн та манас марччĕ.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |