ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн августăн 14-мĕшĕнчен Успени типпи пуçланчĕ. Шăпах çак кун Пыл сăпасне паллă турĕç. Вĕсене чиркỹсенче кĕл турĕç. Сăмах май, паян пылак продукцин виçĕ литрне 1600-1900 тенкĕпе сутаççĕ.
Августăн 19-мĕшне вара пурте тенĕ пекех Пан улми сăпасĕ пек пĕлеççĕ. Шăпах ку уяв хыççăн ăна çиме юрать. Типĕ икĕ эрнене тăсăлать. Ăна пăхăнакансем аш-какай, сĕт-çу, çăмарта çимеççĕ. Пулла та пĕр кун çеç - августăн 19-мĕшĕнче - тутанса пăхма юрать. Сăпасра ачасене тĕне кĕртеççĕ, анчах мăшăрсене венчет тумаççĕ
Ноябрь 2024 |