Сывă ỹт-пỹре чипер ăс-тăн

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 15:15 Просмотров: 387

 Физкультурник кунĕ умĕн Треньелĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса сумлă лару-тăрура уçнă май уяв мероприятийĕ иртнĕ.

Унта пухăннисене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Рябинина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Роман Алексеев, Тăрăн ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Решит Санзяпов тата ыттисем те хутшăннă.

Ăста тренерсене, физкультура ĕçченĕсене, спорт ветеранĕсене, ГТО тỹрисене саламласа Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Ветерансене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕ панă.

Спорт шкулĕн воспитанникĕсем уява илем кỹнĕ, концерт лартнă.

Футбол, волейбол, баскетбол, армспорт вăййисем, çăмăл атлетика чупăвĕ тата ыттисем Физкультурник кунне чыслăн палăртма май панă. Тупăшусене хастар хутшăннисене хаклă парнесемпе чысланă. Спортра пурте пулать: тупăшу та, çĕнтерỹ те.. Спорт уявĕнче чи пахи вара - сывлăха çирĕплетни.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика