Финанс пĕлĕвĕпе  - урок 

Категория: Публикации Опубликовано: 29.08.2022, 08:36 Просмотров: 201

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫӗнӗ вӗренӳ стандарчӗсем вӑя кӗрӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, шкул ачисем финанс пӗлӗвне ӑса хывӗҫ. Сентябрĕн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫакнашкал уроксем 9-11-мӗш классенче иртӗҫ. Республикӑра пӗтӗмпе 22 пин ача ҫак темӑна итлесе ларӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уроксене Финанс министерствин ӗҫченӗсем ирттерӗҫ. Ытти ҫӗрте вара – вырӑнти администрацисен финанс пайӗн ӗҫченӗсем, централизациленӗ бухгалтерире тӑрӑшакансем. Ҫавӑн пекех ку енӗпе нимеҫӗсемпе экспертсене те чӗнӗҫ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика