Нумай ачаллисене - çăмăллăх

Категория: Публикации Опубликовано: 29.08.2022, 08:55 Просмотров: 216

Çурт-йĕр черетĕнче тăракан 7 е ытларах çул çитмен ачаллă çемьесен пурăнмалли кĕтес условине лайăхлатасси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă хушу кăларнăччĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен малтанхи кăтартăвĕсемпе патшалăх пулăшăвне 19 çемье çеç тивĕçейнĕ. Анчах та хушăва пурнăçа кĕртме пикенсен палăртнă категорие кĕрекен çемьесен йышĕ ỹснĕ.

Паяна 7 е ытларах ачаллă тата 12 çемьене (пурĕ 31 çемье пулать) çурт-йĕре лайăхлатмалли сертификата пама, çакăн валли 180 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Çăмăллăх пирĕн районти Сăкăт тата Первомайски ял тăрăхĕсенче пурăнакан пĕрер çемьене те тивĕçет.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика