Хальхи вăхăтра почта тĕрлĕ йышши пулăшупа тивĕçтерет. Кунта тăрăшакансем хăйсен ĕçне тăтăшах лайăхлатса пыни те пĕлтерĕшлĕ, çакă халăхăн кулленхи пурнăçне хăтлăрах тума май парать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче ялсенчи 25 пин ытла çыхăну уйрăмне модернизацилеме хушнă. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех малашне паянхи шая тивĕçтерекен çăмăллăхсене те пурнăçа кĕртĕç.
Çавăн пекех "Единая Россия" партин "Раççей ялĕ" проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал республикăри 8 ялти çыхăну уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Вĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. 2023 çулта вара 140 ытла почта çуртне модернизацилесшĕн. Раççей почтине тата регионсенчи ялсенче вырнаçнă çыхăну уйрăмĕсене аталантарас ыйтăва "Единая Россия" партин халăх программине кĕртнĕ.
Хальхи вăхăтра çак системăра республикăра виçĕ пине яхăн çын вăй хурать. Пурĕ 374 çыхăну уйрăмĕ ĕçлет. Вăл шутран 19-шĕ пирĕн районта вырнаçнă.
А. ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |