Сиртен малта пыракансем ан пулччăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2022, 08:57 Просмотров: 149

Эрнекун Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта районти педагогсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ иртрĕ. Вăл "Наукăпа технологие малашлăхра аталантармалли ку чухнехи шкулăн моделĕ" темăпа пулчĕ.

Конференци ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев хутшăнчĕç.

 "Шкулта ачасене пĕлỹ илме çеç мар, пур енлĕн аталанма та условисем туса памалла. Вĕсен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшмалла. Паян шкулсене çĕнететпĕр, оборудованипе, техникăпа тивĕçтеретпĕр",- терĕ Рудольф Селиванов вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса тата çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕр пулнишĕн хĕпĕртесе. Малалла вăл ĕçе çĕнĕ технологисене мĕнле кĕртсе пыни çинче чарăнса тăчĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен "Манăн шкул" вĕрентỹ платформине çул пама тытăнасшăн. Çавна май вĕренỹ кĕнекисем патне компьютерпа ачасем хăйсем тĕллĕн çăмăллăнах кĕме пултарнăран педагогсен тиевĕ кăштах чакать те.

РФ Президенчĕ Владимир Путин 2023 çул Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Апла-тăк вĕрентỹ ыйтăвĕсене тимлĕх тата ытларах уйăрмалла. Ку профессие чи лайăх кадрсем килччĕр тесе вăй хумалла.

Педагогика кадрĕсене тишкерни çакна палăртать: 20 çул вĕрентекенре ĕçлекенсен йышĕ 73,5 процентпа, аслă категориллисен 97,3 процентпа танлашать. Йыша çамрăксене хушасси пысăках мар.

Кăштах 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухнă чухнехи ачасен экзаменĕсем çинче чарăнса тăрар. Кĕçĕннисем вырăс чĕлхипе тата математикăпа кĕтнĕ кăтартусене тăваймарĕç.

Аслăраххисен вара математикăпа, обществознанипе, биологипе пысăкрах балл пухнисен шучĕ ỹсрĕ.

 Шкулсенче "Точка роста" кабинечĕсем уçни те мал ĕмĕтлĕ ачасене аталанма, профориентаципе ĕçлеме май парать. Çамрăкăн шкултах кам пулассине палăртма май пултăр. Шкул - техникум - вĕрентỹпе производство комбиначĕ пĕрле ĕçлеме пултарни паха. Чылай шкул Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕпе çыхăнура пулни савăнтарать.

Вĕренекенсен тата вĕрентекенсен ĕç хаклавĕ вăл - конкурссене хутшăнни. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче регион, Раççей тата тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче 56 призер пулнă. Вăл маларахри çулсемпе танлаштарсан 13 ача ытларах чыса тивĕçнине çирĕплетет.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталия Антонова республикăри "Чи лайăх класс ертỹçи", Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Гелия Начаева "Педагогика дебючĕ - 2022", Лилия Куликова "Чăваш Енри чи лайăх социаллă педагог" конкурсра лауреатсем пулчĕç.

Районти шкулсенче 4180 ача парта хушшине ларĕ. Вăл шутран 378-шĕ шкул алăкне пĕрремĕш хут уçĕ.

 Малашне шкулсенче директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем пулаççĕ. Вĕсем - тĕрлĕ енлĕ специалистсем. Воспитани ĕçне тĕллевлĕ илсе пыма пулăшĕç те. Вĕренỹ учрежденийĕсенче çавăн пекех патшалăх символĕсене пысăк тимлĕх уйăрĕç, кашни линейкăрах Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсене çĕклĕç, гимнĕсем янăрĕç.

 Шкул ачисем обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма пултарччăр тесе тăрăшмалла. Çитĕнекен ăру çĕршыв, çут çанталăк, çын, туслăх, çемье, пĕлỹ, сывлăх, ĕç, культура, илем мĕнне шкултанах пĕлсе тухтăр.

Раççей вĕрентỹ министерстви шкулсенче анлă проекта "Кирли çинчен калаçу" ĕçе кĕртме палăртать.

Музейсен, театрсен, музыка коллективĕсен, çĕнĕ спорт секцийĕсен ĕçне йĕркелесе пымалла.

Районта хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени ĕçлет. Вĕсем те çитĕнекен ăру ăсталăхне аталантарма пулăшаççĕ.

Шкул çулне çитмен учрежденисене çỹрекен ачасем вĕренỹ системин никĕсне унта хываççĕ. Вĕсенче 292 çын ĕçлет. 1415 ача садика çỹрет. Педагогсен професси пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе те конкурссем ирттереççĕ. 2022 çулта "Солнышко" ача садĕнчи Илюзя Купкенова воспитательница районта çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Пĕчĕкскерсемпе ĕçлекенсем тĕрлĕ шайри тупăшăва хутшăнаççĕ.

Конференцире вĕрентỹ организацийĕсене номинацисемпе, ĕçре пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнисене сумлă наградăсемпе хавхалантарчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç. 10 харсăр вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме пуçлĕ (ỹкерчĕкре, 1 стр.). Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Валерий Платонов "Чăваш Республикин физкультурăн тата спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Людмила Лялина "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ", Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Гаврилова педагог-психолог "Раççей Федерацийĕнчи ачасемпе çамрăксене воспитани парас сферăри хисеплĕ ĕçчен" ятсене тивĕçнĕ.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи ĕç-хĕлпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова паллаштарчĕ.

Вырăнти шкулти "Тамчы" инструментсен ансамблĕ (ертỹçи А.Абитова) уяв илемне кỹчĕ.

Çавăн пекех педагогика ĕçченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина та саламларĕç. Юрий Николаевич Пăлаçипе Юхма Ен хастарĕсене "Сиртен малта утса пыракан çын пулмалла мар" терĕ. Çак сăмахсене пурнăçа кĕртесчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика